Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Ултавпа инҫе каяймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Ҫӗрпӳ районӗ

Чӑвашлӑх

Ҫӗрпӳ районӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем К.В. Иванов ҫуралнӑранппа 125 ҫул ҫитнине халалласа «Ҫакӑ тӗнчере вӑйли ҫук та этемрен» темӑпа ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ иртнӗ.

Конференцие Чӗмпӗр облаҫӗнчи Чӑваш халӑх ӑс-хакӑлпа ӳнер академийӗн чӑн пайташӗ, тавра пӗлӳҫӗсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи, Николай Казаков ҫыравҫӑ, Чӗмпӗр облаҫӗнчи хастар таврапӗлӳҫӗ Николай Кирюшин, Василий Журавлев паллӑ сӑвӑҫ тата Аслӑ Нагаткинти вӑтам шкул вӗрентекенӗ Лидия Ярославская хутшӑннӑ.

Чӗмпӗр облаҫӗнчи хӑнасене Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗн, вӗренӳпе социаллӑ политика пайӗн пуҫлӑхӗ Алла Волчкова Тав хучӗпе чысланӑ, пӗрле ӗҫлесе пыма ырлӑх-сывлӑх суннӑ. Хӑнасем те, вӗрентекенсем те мероприятипе кӑмӑллӑ юлнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chnk.ru/a/news/385.html
 

Ял пурнӑҫӗ

Нумаях пулмасть Ҫӗрпӳ районӗнчи Славашра ял уявне паллӑ тунӑ. Ирхине ҫумар пӗрӗхнӗ пулсан та славашсен кӑмӑлӗ пӑсӑлман. Ара, пурте пӗрле пухӑнсан мӗншӗн кӑмала хуҫас?

Малтанах славашсене Йӗкӗрвар ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владислав Семенов саламланӑ, ырлах-сывлӑх суннӑ. Ҫавӑн пекех ял халӑхне вырӑнти Хӗрарӑмсен канашӗн председателӗ Людмила Федорова, клуб методисчӗ Татьяна Михайлова ырӑ суннӑ.

Юлия Георгиевӑн алӗҫӗсене хакланӑ, ӑна сувенирпа чысланӑ. Унӑн хунямӑшӗ вара уяв валли тутлӑ апат пӗҫернӗ.

Культура ӗҫченӗсем хӑнасемпе ентешӗсене концертпа савӑнтарнӑ: юрӑ шӑрантарнӑ, ташланӑ, спектакль сценкисем лартнӑ. Унтан уяв сӗтел хушшинче тӑсӑлнӑ. Унта кашниех ял ҫыннисем пӗҫернӗ апата тутанма пултарнӑ.

Сӑнсем (10)

 

Сывлӑх

Ҫӗрпӳ районӗнчи пульницӑра ӗҫлекен тухтӑрсенчен пӗри хӗрарӑма чирлет тесе пульница хучӗ памалла тунӑ. Ырӑ кӑмӑллӑ тухтӑра лешӗ 2 пин тенкӗ укҫа тыттарнӑ.

Усалпа вӗҫленнӗ ҫак ӗҫ пӗлтӗрхи ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Чирлӗ мар ҫынах хӑйне чирлӗ пек кӑтартас тенӗ. Пулӑшма килӗшекен тухтӑра вӑл ӗҫ пӳлӗмӗнчех укҫа тыттарнӑ.

РФ Тӗпчев комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-служби хӑйӗн сайтӗнчи кӗске хыпарта мӗнпур вӑрттӑнлӑха уҫӑмлатман та, суя ҫиеле епле тухни паллӑ мар. Анчах 2 пин тенкӗлле ырӑ тӑвас тени тухтӑршӑн хакла ларнӑ. Сӗтев илнӗ тесе ун пирки пуҫиле ӗҫ пуҫарса 110 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Унсӑр пуҫне тухтӑрӑн 1,5 ҫул хушши шурӑ халат тӑхӑнма май килмӗ — шӑпах ҫав вӑхӑтлӑха ӑна врачра ӗҫлеме чарнӑ.

 

Спорт

Чӑваш Енри чи лайӑх туристсем Сарӑту облаҫӗнчи иртекен «Туриадӑна» каяҫҫӗ. Унта Атӑлҫи федераци округӗнчи 14 регионтан килеҫҫӗ. Пӗтӗмпе — 700 ытла ҫын.

Пирӗн республика чысне «Туриадӑра» Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Канашри тата Ҫӗрпӳ районӗнчи шкул ачисемпе студентсем хӳтӗлӗҫ. Ҫамрӑксем палаткӑсене вырнаҫнӑ. Вӗсем патне Сарӑту облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ килнӗ.

«Туриадӑра» пирӗннисем хӑйсене лайӑх енчен ҫеҫ кӑтартаҫҫӗ. Пӗрремӗш вӑйӑсенче Чӑваш Ен турисчӗсем иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Пӗлтӗр вара пӗрремӗш пулнӑ.

Слет виҫӗ куна тӑсӑлать. Ҫав вӑхӑтра спортсменсем тӗрлӗ ӑмӑртура хӑйсене тӗрӗслеҫҫӗ.

 

Ял хуҫалӑхӗ

Ҫӗрпӳ районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан ҫын экзотикӑлла кайӑксене тытать иккен. Фермер килӗнче турткӑш тата фазан хӑйсене хуҫа пек тытса ҫӳреҫҫӗ. Усрас тесен тем те тытма юрать-ха, анчах Ҫӗрпӳ фермерӗ кайӑксене профилактика карантинӗ витӗр кӑларман имӗш. Вӑл вӗсене пуллорозпа, туберкеркулезпа, ерекен тата ытти чирпе аптӑранине те тӗрӗслеттермен. Ҫакӑ федераци саккуне пӑсни шутланать. Куншӑн пуҫран шӑлмаҫҫӗ.

Шӑпах ҫавӑн пек ҫаврӑнса тухнӑ та. Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри специалисчӗсем фермера административлӑ майпа явап тыттарма йышӑннӑ май (ку органӑн апла тума ирӗк пур) виҫӗ пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Тивӗҫлӗ мерӑсем йышӑнма мӗнпур тӗрӗслев материалӗсене чӗрчунсен чир-чӗрӗпе кӗрешекен районти станцине ҫитернӗ тесе пӗлтернӗ асӑннӑ орган.

 

Афиша

Ку вырсарникун, ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, «Раҫҫей 1» телеканал эфирӗнче Дмитрий Киселевӑн «Вести недели» автор программинче Чӑваш Республикине халалланӑ ятарлӑ репортаж тухӗ.

Телеканалӑн ӳкерӳ ушкӑнӗ Тӑвай тата Ҫӗрпӳ районӗсенче пулса курнӑ. Вӗсем унта хресчен фермер хуҫалӑхне, акушер пунктне кӗрсе тухнӑ.

Кунсӑр пуҫне федераци телеканалӗн телекамера объективне Шупашкарти федераци травматалоги, ортопеди тата эндопротезировани центрӗ, Трактор савучӗ, «Олимпийский» стадион, Чӑваш драма театрӗ тата ыттисем лекнӗ.

«Вести недели» вырсарникун эфира каҫхи 8 сехетре тухӗ.

 

Ял хуҫалӑхӗ

Паян Чӑваш Ене килнӗ Китай делегацийӗ Ҫӗрпӳ районӗнче пулса курнӑ. Унта вӗсем район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе Александр Казаковпа тӗл пулнӑ. Тӗлпулура ял хуҫалӑхра килӗштерсе ӗҫлессине сӳтсе явнӑ.

Сычуань провинцийӗнчен килнӗ делегаци йышӗнче Раҫҫейри тата Никама пӑхӑнман патшалӑхсенчи президенчӗ, «Силинь» директорӗ Айго хуҫа пулнӑ.

Китай хӑнисем Туҫи ял тӑрӑхӗнче пулнӑ, агропарк тумашкӑн ҫӗр пӑхнӑ. Унта савут туса лартасшӑн. Унта комбикорм кӑларӗҫ, аш-какай цехӗ пулӗ, сивӗтмӗшсем лартӗҫ, пылак ҫимӗҫ пӳлӗмӗсене хута ярӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/77350
 

Чӑваш чӗлхи

Ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче республикӑра чӑваш чӗлхин эрнелӗхӗ пуҫланнӑ. Ҫавна май район-хулара тӗрлӗ мероприяти иртет. Ҫӗрпӳ районӗнчи Апакасси ялӗнче те акцисем ирттерме палӑртнӑ.

Унта малтанах район шайӗнче «Районти чӑвашла диктант» акци ирттернӗ. Ӑна чӑваш чӗлхин сумне ӳстерес тӗллевпе йӗркеленӗ. Акци йӗркелӳҫисем ку чӑвашла ҫырас культурӑна аталантарма пулӑшассине те шаннӑ.

Апакассинчи шкулта чӑвашла диктанта 24 ҫын ҫырнӑ. Унта ашшӗ-амӑшне, ытти учрежденире ӗҫлекенсене те чӗннӗ. Шкул директорӗ Ганна Андреева та, Апакассинчи вулавӑш заведующийӗ Алевтина Иванова та, чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗ Елена Павлова та ыттисемпе пӗрле диктант ҫырнӑ.

Диктант тексчӗ кӑсӑклӑ пулнӑ. Акци лайӑх шайра иртнине палӑртаҫҫӗ апакассисем.

 

Пӑтӑрмахсем

Ҫӗрпӳ районӗнчи Чурачӑкри Николай Ефимов тӳре-шарана хӑйне хваттер тивӗҫҫине ӗнентересшӗн ҫунать-мӗн. Кивӗ пӳртре вӑл пурӑнаймасть, анчах ҫӗнӗ хваттер уҫҫине ӑна памаҫҫӗ иккен.

Асӑннӑ ялти Мелиораторсен урамӗнчи ҫав арҫын пурӑнакан ҫурта 2010 ҫултах ишӗлекеннисен йышне кӗртнӗ-мӗн. 40 ҫулхи ҫурт юлашки ҫулсенче куҫ умӗнчех ишӗлме тытӑннӑ. Ҫынсен хӗле валли вутӑ хатӗрлеме тивнӗ, шыва урамран йӑтнӑ, туалет та — урамра. Хӑтлӑх шутӗнче ҫурта хирӗҫ вырнаҫнӑ сарай тата пӗчӗк пахчана кӑна асӑнма пулать. Йӑтӑнса тӑракан штукатуркӑллӑ, аран тытӑнса тӑракан стенасемлӗ ҫуртран тухма ишӗлекен ҫурт программӑна кӗни пулӑшнӑ. Анчах ҫӗнӗ хваттер уҫҫи пурне те лекмен. Пиллӗкмӗш хваттерте пурӑнакан арҫына уҫӑ паман. Халӗ арҫын тӑванӗсем патне пурӑнма тухса кайнӑ, уншӑн тӑванӗ чунне ыраттарать иккен.

— Унӑн прописка пулман, анчах хаттер укҫине вӑл тӳлесе пурӑннӑ, — арҫыннӑн тӑванӗ Станислав Ефимов. — Эпир администрацие те кайрӑмӑр, анчах усси пулмарӗ.

Пиллӗкмӗш хваттер муниципалитет харпӑрлӑхӗнче шутланать иккен. Вырӑнти тӳре-шарасем арҫыннӑн ордер ҫук иккен.

Малалла...

 

Республикӑра

Пушӑн 14-мӗшӗнче Ҫӗмӗрле районӗ 80 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Унта чылай ҫӗртен тӳре-шара килнӗ. Вӗсен йышӗнче Чӑваш Республикин РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчи Леонид Волков, ЧР вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов пулнӑ.

Мероприятие Ҫӗмӗрле район пуҫлӑхӗ Борис Леонтьев тата администраци пуҫлӑхӗ Лев Рафинов уҫнӑ. Унтан ҫӗмӗрлесене Владимир Иванов министр саламланӑ, ЧР Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн саламне илсе ҫитернӗ.

Унтан ҫынсене наградӑсем панӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинчи Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнӑ ятпа ветерансене юбилейлӑ медальсемпе чысланӑ. Виктор Иконнов хастар ӗҫленӗшӗн РФ Ял хуҫалӑх министерствин тав хутне тивӗҫнӗ. Ведомствӑн хисеп хутне Надежда Концова, Сергей Батраков, тивӗҫнӗ.

Ҫӗмӗрлесене саламлама кӳршисем те килнӗ. Вӑрнар, Хӗрлӗ Чутай районӗсенчен килнисем чи ӑшӑ та ҫепӗҫ сӑмахсем каланӑ. Концертра ҫӗмӗрлесене чӑваш эстрада артисчӗсем юрӑсемпе савӑнтарнӑ.

Сӑнсем (147)

 

Страницӑсем: 1 ... 56, 57, 58, 59, 60, 61, 62, 63, 64, 65, [66], 67, 68, 69, 70, 71, 72, 73, 74, 75, 76, ... 86
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайăшĕн кăмăлĕ тăрук улшăнса тăрĕ. Прагматизм çиеле тухĕ. Ку эрнере харпăр пурнăçа йĕркене кĕртме, хăш-пĕр ĕçлĕ хутшăнăва романтикăна çавăрма май пулĕ.

Ака, 23

1917
108
«Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем